Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.
94§. Запятой, точка, ыйту е кӑшкӑру палли тата тире юнашар килсе тухнӑ чухне тирене ытти паллӑсем хыҫҫӑн лартаҫҫӗ, тӗслӗхрен: — Мана тӳрех кала эсӗ,— терӗ старик шӑппӑн. — Карчӑкне кайран лӑплантаркалӑпӑр (Ю. Скворцов). — Кулӑшла пулмасӑр! — тет хӗр янравлӑ сасӑпа (Ю. Скворцов).
95§. Хупӑнакан кавычка умӗн точка, запятой, точкӑпа запятой, икӗ точка е тире лартмаҫҫӗ. Вӗсене кавычка хыҫҫӑн лартаҫҫӗ, сӑмахран: «Шупашкар» — хулари чи пысӑк универмаг. Хулари чи пысӑк универмаг — «Шупашкар».
96§. Кӑшкӑру палли, ыйту палли, нумай точка кавычкӑри сӑмахсемшӗн ҫеҫ пулсан вӗсене юлашки кавычка умӗн лартаҫҫӗ, пӗтӗм предложенишӗн пулсан — кавычка хыҫҫӑн лартаҫҫӗ: «Маша, сана каларӑм-и?» — астутарчӗ каллех Викторӗ (А. Артемьев). Мӗн-ха вӑл «вушар»?
97§. Уҫӑлакан е хупӑнакан скобка умӗн запятой, точкӑпа запятой, икӗ точка, тире лартмаҫҫӗ, вӗсене хыҫалти скобка хыҫҫӑн ҫеҫ лартаҫҫӗ: Каҫхине, кӗтӳ хӑваласа кӗртсенех (кӗтӗвӗнче выльӑхӗ те вӑтӑр-хӗрӗх пуҫран ытла мар), ял вилнӗ пек пулать (Л. Агаков).
98§. Точка, кӑшкӑру е ыйту палли скобкӑри текстшӑн ҫеҫ кирлӗ пулсан вӗсене хыҫалти скобка умӗн лартаҫҫӗ, вӗсем пӗтӗм предложенишӗн кирлӗ пулсан хыҫалти скобка хыҫҫӑн лартаҫҫӗ: Кусем тухса кайсанах вӑл кил хушшине хӑйӗн шӑллӗ Микуль пырса кӗнине курчӗ. (Тарас тухса кайнӑ чух вӑраннӑ амӑшӗ ӑна юриех мӗн пирки чӗнтернине пӗлме янӑ-мӗн.) (Л. Агаков). Ҫӑкӑрне пуртӑпа касса ҫинӗ (типӗ ҫӑкӑр перекетлӗ) (Хв. Уяр).
99§. Предложени вӗҫӗнче ыйту палли те, кӑшкӑру палли те лартмалла чухне кӑшкӑру паллине ыйту палли хыҫҫӑн лартаҫҫӗ:
Охотников (пӗччен). Ӑҫта кайса кӗрем-ши?! Хамӑн айӑпа мӗнле каҫарттарам-ши?! (Н. Терентьев).
100§. Ыйту е кӑшкӑру паллипе нумай точка юнашар килсе тухнӑ чухне малтан ыйту е кӑшкӑру палли, ун хыҫҫӑн икӗ точка (виҫҫӗ вырӑнне) лартаҫҫӗ:
Охотников. Пӗтертӗм эпӗ Иван Яковлевича, шкула пӗтертӗм!.. Пурӑнма тивӗҫ мар эпӗ текех!.. (Н. Терентьев).